Юратап эп сана - страница 16

Шрифт
Интервал



Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ – ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек ĕнтĕ. «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» – тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня аптранă енне. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн та канлĕн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел. Ара, ир енне ыйхă ытла та тутлă-çке.


– Анне, ир çитрĕ те-им? – пăшăлтатрă çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.


– Ăхă, шкула пуçтарăнма вăхăт, – хуравларĕ вăл ăшшăн.


Аня Ксюшăна тумлантарчĕ. «Юрать, хăть кутăнлашмасть ытти ачасем пек», – хăйне хăй йăпатрĕ хĕрарăм. Телевизортан дктор çанталăкпа паллаштарни кĕрет хăлхана, «Вунă градус сивĕ, çурçĕр енчен лăпкă çил. Кăнтăрла юр çума пултарать». Ирхи апат хыççăн Аня нимĕн те манăçса юлмасть-ши тесе Ксюшăн портфельне пăхрĕ. Унтан кĕрĕкне тÿмеленĕ хушăра шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пуласси пирки аса илчĕ: «Мастертан ыйтса иртерех ĕçрен тухмалла», – сасăпах каларĕ хĕрарăм.


Акă, вĕсем урама тухрĕç, диктор каланă пек лăпкă мар çанталăк, сивĕ çил алхасать, пите-куçа кастарса вĕрет. Аня хĕр ачан шарфне çÿлерех çĕклерĕ. Шăнса пăсăлассинчен сыхланни аванрах, мĕн каласан та. Çиллĕ çанталăка пăхмасăр дворниксем подъезд çывăхĕнчи çулсене юртан тасатаççĕ. Аня таврана сăнанă хушăра ун-кун кантăксенче çутă асăрхарĕ, пурте ĕçе кайма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Теприсем вĕсем пекех васкавлăн транспорт чарăнăвĕ патнелле утаççĕ.


Пĕшкĕнерех пынăран Аня палламан çынпа кăшт çеç юлчĕ çапăнасран. Куçĕсем самантлăха кăна тĕл пулчĕç, анчах хĕрарăм чĕринче темĕнле хумхану çуралчĕ, сывлăш пÿлĕнчĕ. Арçын ăшшăн пăхрĕ ун çине. Куçĕнче… юрату, çепĕçлĕх. Çук çав, яланах тĕл пулмаççĕ çавăн йышши арçынсем. Аня шак хытса тăчĕ, палламан çын каçару ыйтнине те илтмесĕрех юлчĕ. Сасартăк, вунă градус сивĕре те ăна шăрăх пек туйăнса кайрĕ.


Арçын иртсе кайрĕ. Аня вара çаплах хускалмасăр хытса тăчĕ.


– Анне, эпир кама-тăр кĕтетпĕр-и? – хĕр тĕпренчĕкĕ кĕрĕк çанинчен туртни кăна Аньăна тăна кĕртрĕ.


– Мĕскер? Çук, çук, хĕрĕм, – аса илсе хирĕç чĕнчĕ амăшĕ.


Часах акă, амăшĕпе хĕрĕ шкула çитрĕç те алăк уçса шалалла иртрĕç.


– Ырă кун пултăр, хĕрĕм, – çав самантра сывлăх сунчĕ аванлашса Фая аппа тасатуçă.


– Ырă кун, Фая аппа, – хуллен тавăрчĕ Аня.


– Хĕн пулĕ сапна, хĕрĕм? – шеллесе тăсрĕ сăмаха Фая аппа, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пурнăçне пĕлсе тăраканскер. Ара, уçă кăмăллă çынпа пурте канашлама, сăмах ваклама юратаççĕ.