Юратап эп сана - страница 4

Шрифт
Интервал


Хĕр пĕлтерет хăй çинчен,

Çийĕнчех аппăшĕсем

Вăрттăнла канаш сĕнеç:


«Каçхине хĕвел анать те

Ыйха сир эс хăвăнтан,

Мăшăру килĕ çитет те

Вырăнтан та ан хускал.


Упăшку ыйха путсан

Çурта çут эс вăрттăн çеç,

Те пĕрер-пĕрер усал вăл

Те çĕлен вăл – илĕртмĕш».


Аппăшсем каланă пек

Хĕр çурта çутать çĕрле,

Çывхарать кравать патне:

Упăшка çыврать канле.


Ылтăн тĕслĕ çÿçĕсем

Йăлтăртатаç çутăра,

Пикен савнă куçĕсем

Пăхса савнать мăшăра.


Ыйхăра тĕлленнĕрен-ши

Йăл-кулу тутисенче,

Юмах евĕрех-çке каç

Асампа тулли тĕнче.


Юрату турăш куçне

Пур илемĕпе курнать,

Хĕр пĕшкĕнсе мăшăрне

Çепĕççĕн çеç чуптăвать.


Шутламан пике çавна:

Çуннăçем, çурта йĕрет.

Тумламсем тумлаç çуртан

Инкек çуммăнах çÿрет.


Çурта çути куçĕнче

Вылянчăклăн ялкăшать,

Юрату çулăмĕнче

Ылхан хăй ĕçне тăвать.


Ах! Инкек! Вĕри ăвăс

Тумлать мăшăр хул çине,

Ыратăва тÿсеймесĕр

Амур уçать куçсене.


Ÿкĕтлĕн куçсем пăхаççĕ

Пике çине тинкерсе,

Ăнланчĕ пике: йăнăшнă,

Ма итлесе аппăшне.


«Эх, савниçĕм, мĕскершĕн

Пăхăнмарăн хушнине,

Ылхан халĕ пирĕншĕн

Пурнăçлать хура ĕçне».


Çавăнтах вăл кантăкран

Вĕçсе тухать хăварса,

Сарă хĕре хуйхăра

Йăнăшнăшăн хурланса.


Хыçĕнчен тухса чупать,

Кăлăхах. Вăл инçетре,

Афродита, ак, çыхать

Амурăн пиçне хулне.


Тата тепĕр тавăру

Шутласа тупать хĕре:

«Илем ещĕкне тыт çул

Хальллĕхе вара ĕçле».


Ĕçленĕ май хĕр пухать

Çул çине вак-тĕвексем,

Тĕрлĕ майăн шухăшлать

Тупсăмĕ çук ниепле.


Вăт çапла хĕр çул тытать

Илем ещĕкĕ патне,

Çул тăрăх вăл кĕл тăвать

Ватă Турăш амăшне.


Тур амăш сар пикене

Малалли пирки калать.

Мĕнлерех унта çитме

Еплерех хăйне тытма:


«Ещĕке эсĕ ан уç,

Хăрушлăха вăл таять»,

Çав сăмахсемпе карчăк

Куç умĕнчен çухалать.


Хĕр чылай çулпа утать-и

Кун кунлать те, çĕр çĕрлет.

Тĕ хĕвелĕ çутатать-и

Каçхине уйăх çÿрет.


Çитрĕ, акă, шыв хĕрне,

Анлăн сарăлса выртать.

Шыв тĕкĕрĕ тыткăнлать те

Çавах шухăша ярать.


Аслă çырма каçма çук

Пĕр Харон çеç каçарать.

Анчах та тискер йытти

Шăлĕсемпе йăлтăрать.


«Вилесен çырми урлă

Каçать пике кимĕпе,

Ват карчăк канашĕпе

Шăплантарать йыттине.


Кĕçех ещĕке илсе

Çĕр çине вăл таврăнать.

Усă курас-ши тесе,

Ещĕке пике уçать.


Кĕтнĕ илем вырăнне

Ещĕкрен тухать усал,

Ним ăнкартман пикене

Тарăн ыйха путарса.


Усал сывлăш алхасать,

Сиен кÿрет халăха,

Те çилĕ вĕрет урса,

Тÿсейми çук шăрăхпа.


Хÿтĕлĕх ыйтса халăх

Турăшсене тилмĕрет,

Зевс пуринчен те асли

Олимпра канаш сĕнет.


Çÿллĕ ту çинче пуху

Йĕркелет Турăшсемпе,

Афродитăн сăн хĕрхÿ

Айăпĕ пĕр ун çинче.