Эпĕ вара çав кĕвех çухалса кайнăн итлесе тăтăм, арçыннăн сасси тарăн пусăран евĕр çитрĕ манăн хăлхана. Кам сиртен çакнашкал самантра урăхла тăнă пулĕччĕ? Халиччен те пурнăçран ĕмĕр каярах уйрăлнă çын мĕлкипе тĕл тусан? Вăл кăна-и? Чĕрĕ, сывă çын евĕр калаçсан? Арçын ман çине пĕр тимлĕх уйăрмасăр тĕпчет: – пурнăсран та ăнсăртран уйрăлчĕ…
Темĕн, тĕ ура айĕнче типĕ турат хуçăлнинче пулчĕ тĕп сăлтавĕ, анчах та арçын куç умĕнчен çухалчĕ. Куçа тĕлленчĕ тесессĕн, каçхине сыпманччĕ-çке, çавах та машина çинче руль умĕнче çÿретĕп. Тата чечексене асăннине аса илсе каллех пăхса илтĕм вăл вырăна. Тусанĕ те кăшт та шăлăнман, чечексем пулнă-тăк йĕр юлмалла-çке. Анчах та, каçхине хамăн куçпа хам куртăм вĕт вĕсене унта! Хайхи арçынна курнă евĕрех. Унăн та пĕр йĕр те юлман, вăл тăнă вырăнта курăк та таптанман, çав-çавах çĕкленет.
«Вăт манăн отпуск пуçланать!» – аванмарланса шутласа илтĕм хам çеç.
Чултан каснă пирĕшти умĕнче тата та кĕтерех тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.
Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.
Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.
Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.