Путапăн кинемийĕ хулăн сасăпа шавланине илтсен, сас пама мар, тен, сывлами те пулчĕ-и тата. Пĕр сас та илтĕнмест кăмака çинчен. Шăп та лăп кăна, халĕ çеç Путапа чĕнни те тĕлĕкри евĕр туйăнать.
– Куна тата мĕскер пулнă? Ÿсĕр мар пулĕ-çке? – çамрăк енне пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ ватă. Хăватлин шăрши çук та, кам пĕлсе çитерейтĕр.
– Чирленĕ вăл. Ссылкăна ăсатма тухма пÿрчĕ пире. Ĕпхÿ леш енне çитмелле, анчах халтан кайрĕ, çитерейместпĕр пулĕ тесе шиклентĕмĕр. Телее, çул тăрăх курах кайрăмăр çуртсене, ун пирки хулара тахăшĕ сăмах вĕçертсе хучĕ. Шанса пĕтменччĕ, тĕрĕсех ав, – ăнлантарчĕ ылтăн пакунли. Ыттисем сăмах та чĕнмерĕç, чешăп тăчĕç. – Шел çамрăка, те тата вилсе кайĕ çул çинче, çавăнпа та ĕнтĕ сирĕн патăра çаврăнтăмăр та.
– Апла-тăк, иртĕр тĕпеле. Ав, путмар çине вырнаçтарăр, – сĕнчĕ Путап хăйĕн вырăнĕ çине кăтартса.
Çамрăка тĕпеле кĕртсе вырнаçтарчĕç. Унăн вăйĕ-халĕ пертте юлман пулас, урисене те хăйне сыхлакансем çеç çĕклесе хучĕç, çийĕнчен кивĕ кĕрĕкпе витрĕç.
– Пурлăхне пĕтĕмпе туртса илнĕ. Ку кĕрĕке те юлташĕсем кăна пачĕç, – хăйсенче айăп çуккине пĕлтерес тесе-ши, чĕнчĕç хайхисем.
– Сывалсан пурăнать, вилсен пире ан ÿпкелĕ, типейлесе пытарăр вара. Хальлĕхе ырă каç пултăр, – çапла калаçкаласа хăнасем урама тухрĕç. Вĕсене ăсатса ярас шухăшпа ватă та тенкĕлтетсе тухрĕ, çынсем хыçлă хупă çуна çине вырнаçрĕç те, малти тилхепене карт! туртса лашана хускатрĕ. Самантран вĕсем çил-тăман авăрĕнче çĕтрĕç. Те тата ыйхă тĕлĕшпе тĕлленнĕ тейĕн-и. Çилĕ пĕр кĕвĕ çав-çавах уларĕ, тапхăр-тапхăр нимĕн те курăнмасть, хушăран кашкăрсем уланă сасса вăрман енчен илсе çитерет. Чуна витерет уланă сасă. Юрать ку çулхине ял таврашне килсе тухмаççĕ. Иртнĕ çулхине аванах тарăхтарнăччĕ вырăнти халăха, те пĕрисен сурăхĕсене пăвса хăвараççĕ, те тепĕрисен качакисене. Йытăсене те тиркесе тăмаççĕ.
Путап мучи хăнăхнă йăлапа хăй çине хĕрес хыврĕ, унтан çаврăнчĕ те алăка уçса пÿрте кĕчĕ. Пÿртрен ăшшă туртса илнĕ пулсан та, тултан кĕрсен аванах ăшă халĕ. Ыйха путнă кинеми вăл çÿренине сисмесĕрех юлчĕ. Хăйă та вăл çÿренĕ майăн сÿнсе ларас патне çитнĕ, унăн кăварланнă пуçĕ мĕльт-мĕльт турĕ те çурт тĕттĕмлĕхе путрĕ. Тĕпелте çамрăк йывăррăн сывлани илтĕнет. Мучи кантăк патĕнчи сак çине выртса шухăша кайрĕ.
Майĕпен шурăмпуç та çуталса килчĕ, тăман лăпланчĕ, çĕр çинче çĕнĕ кун пуçланчĕ. Путап мучи сак çинчен тăрса çамрăк патнелле çывхарчĕ. Мĕнле вырттарса хăварнă çав-çавах выртать вăл. Пит-куçĕ путса кĕнĕ мăнтарăнăн. Тултан вут пуленисене юртан шаккаса илсе кĕчĕ те мучи, кăмакана хутса ячĕ. Çулăм малтан хăюсăррăн тĕкĕнчĕ пуленесене, унтан вăй илсе аванах хыпăнса кайрĕ. Ялкăшса çунаççĕ пуленесем, çийĕнчех пÿртре те ăшă пулса кайнăн пулчĕ.