– Анне, пĕр пĕр йышăну турăм. Сана килĕшессе шанатăп. Хатĕрленсе тăр!
Нумай тытăнса тăмарĕ амăшĕ патĕнче – васкавлăн тухса вĕçрĕ çуртран. Тĕлĕннĕ амăшĕ темĕн те шутласа пĕтерчĕ, анчах тупсăмне çавах тупмарĕ.
…Çурсĕр те иртсе пыратчĕ пулĕ алăк умĕнчи шăнкăрав янăраса кайнă чухне. Хĕр ĕнертенпе йĕнипе хĕрелнĕ куçĕсемпе алăк шăтăкĕнчен пăхрĕ. Ту ленче никама та асăрхамарĕ, мĕнле тăрăшса тинкерсен те. «Ара, тĕлленмерĕ-çке», – терĕ пике хăйне хăй шанмасăр. Асăрханса алăкне ÿçрĕ те урайĕнче кĕмĕл тĕслĕ йăлтăркка хутпа илемлетнĕ курупка курах кайрĕ. Алла илсе уçрĕ курупкăна, шалта хĕрлĕ тĕслĕ кĕлчечек.
«Нивушлĕ Çимун килсе кайнă?» – вĕльтлетсе илчĕ пике пуçĕнче шухăш. Чечекĕн туни çине вара пикене тĕлĕнтерсе ылтăн çĕрĕ тирнĕ те çумне шурă хут лектернĕ. Шурă çинче хĕрлĕпе пĕртен-пĕр сăмах анчах çырнă: «Таврăнсам!»
Ку пулăм манăн пурнăçра яш çулсенчи тапхăрта килсе тухнăччĕ. Вăл вăхăтра ăнланса-тавçăрса çитме çук пулăмсем, тĕш-мĕш пирки уççăн калаçнине асилместĕп. Хăшĕ ял кулли пуласран шикленнĕ, хăшĕ тата та ăссăрсен пульницине ăсатасран та хăранă пулĕ, халĕ мĕскер ун çинчен хускатма. Пĕрре мар хам çинче сиснĕ çавнашкал пăхнине, мĕн-тăр каласа панă хушăра.
Çавă каçхине ĕçрен кая юлса таврăнма тÿр килчĕ. Отпуска тухнăран хутсемпе çÿресе чылай вăхăт иртрĕ. Отпуска вара, кашни çул тенĕн, кĕрхи вăхăтра тухатăп, хăвăр ăнланатăр, çак тапхăрта кăшт кун каç енне сулăнчĕ, кунçути тĕксĕмленме те пуçăнать. Тăвтă-пилĕк сехетре аванах каçхи сăн çапать. Енчен те пĕлнĕ-тĕк, çапла пырса тухасса, тепĕр кунхине хăварнă пулăттăм-ши хут ĕçĕсене? Машина çăмăллăн пырать асфальт сарнă тикĕс çулпа. Колонкăсенчен çепĕç кĕвĕ юхать салон тăрăх шăплăха сирсе.
Хула урамĕсене кĕрсе çитме нумай та юлманччĕ ĕнтĕ, икĕ-виçĕ çухрăмран та ытларах мар пулĕ, манăн машина ÿмĕнчен темĕн мĕльтлетсе иртрĕ вăркăннăн. Чарăну педалĕ çине те пусма ĕлкĕрмерĕм, çавах та чарăнтăм машинăна çул хĕрне кăларса. Ку вырăнта çак вăхăтра кам çÿретĕр-ши, тенĕ шухăш та килсе кĕчĕ пуçа, анчах та мĕлке вĕт курăнчĕ-курăнчех куç умĕнче. Куçкĕскирен пăхрăм, çавах çул çинче нимĕн те асăрхамарăм. Машинăн моторне чарса, тухрăм та каялла утрăм. Кунта çакă саманта та асăрхаттарса хăвармалла: ĕç-пуç çăва çывăхĕнче пулса тухрĕ, хире-хирĕç.
Мĕлкене асăрханă тĕлерех çитсен тепĕр хутччен те шырантăм, нимĕн те çук. Анчах та тĕлленмерĕ-çке?! Çавăн пек шутланăччĕ çеç, шалти туйăмпа ура сассисене илтрĕм. Çук, тĕлленмерĕ, тинкеререх пăхсан, хĕрессемпе палăксем хушшинче такам шалалла утнине курах кайрăм. Хăрарăм тени сахал пулать, çÿçсем вирелле тăрса кайрĕç пуç çинче. Пĕтĕм ÿт-пÿ ваккăн чĕтреме пикенчĕ, нихăçан пулман япала. Пĕр шухăшсăрах хам çине хĕрес хыврăм, анчах мĕлке çухалмарĕ. Мани çине пĕр чĕптĕм те тимлĕх уйăрмасăр шалалла васкарĕ. Мĕскер асăрхама çитертĕм, унăн аллинче пĕр çыхă шурă çеçкесемччĕ. Тен, урăх тĕслĕ пулнă-тăк асăрхаман та пулăттăм.