Юратап эп сана - страница 12

Шрифт
Интервал



– Чунăм, эсĕ часах-и, – тесе ыйтрĕ.


– Часах, – хирĕç чĕнчĕ арăмĕ.


Çимун парнене кăларчĕ, хуплашкине салтрĕ те сĕтел çине вырнаçтарас терĕ çывăракан пÿлĕмре. Анчах та… Пÿлĕн алăкне уçрĕ кăна, хытса кайрĕ куç умне тухнинчен. Сĕтел çинче унăнни пекех арча ларать. Пĕтĕмпе ун йышшиех!


Çимунăн куçĕнче хуралса кайрĕ, савăнăçлă туйăм çавăнтах сирĕлчĕ. Çырни те арча çинче, вăл курниех. Часах арăмĕн ура сассисем илтĕнчĕç. Çимун хăвăрттăн хăйĕн парнине кравать айне чикрĕ.


– Манăн парнене сăнатăн-и? – ыйтрĕ Даша çĕкленÿллĕн, ара, халĕ çеç чÿхенсе тухрĕ те, кăмăл çуллĕ шайра. – Куна паян ĕçре праçник ячĕпе парнелерĕç.


– Ĕçре? – çиллесĕн ыйтрĕ вăл, ара, аса килчĕ-çке мĕнле вăл çунатланса киле ĕçрен васкани, арăмне савăнтарас шутпа. Вăт, вĕçсе ÿкрĕ те! Вăт, Ухваниç! Вăт вĕри çĕлен!


– Мĕскер вара апла мар? Сана килĕшмест-и? Ку вĕт эпĕ ĕмĕтленнĕ арча, астăватăн-тăр суту-илÿ ценрĕнче, парнесен уйрăмĕнче вăрах вăхăтччен сăнаса тăтăм ăна, пăрахса кайма хал çитермесĕр. Манăçрăн та-и?


Мĕскер калас? Астăвать ĕнтĕ, питĕ аван астăвать. Астăвать çакă арча хакне те. Ку йышши парнене ĕçре никам та парнелес çук. Ун йышши парне мар. Хăй мĕскер хăтланнине тавçăрса çитермесĕрех, шкаф патне çывхарчĕ те, шалтан курткăна илсе тумланчĕ.


Тумланчĕ те çав-çавах хăй хăтланăвне тавçăрса çитермесĕр тула тухрĕ, алăка та хыçĕнчен уçă хăварса. Мĕншĕн çавăн пек хăтланчĕ? Даша аптраса тăрса юлчĕ пÿлĕмре йĕпе çÿçĕсемпе. Хыçĕнчен çеç кăшкăрчĕ: Çимун! Эсĕ ăçта каятăн?


Чăннипе те, ăçта? Кайма унăн вырăн çук. Ашшĕ-амăшĕ ялта, тус-тантăшсем çукпа пĕрех. Кутăн таврăнма та кăмăл туртмарĕ. Ирччен хула тăрăх ярăнса çÿрерĕ. Ир çинчен, ыйхă çавăрмасăрах, Даша телефон шăнкăравланине илтрĕ:


– Иванов Семён Фĕдоровича пĕлетĕр-и эсир? – ыйтрĕç кĕпçĕре çепĕç сасăпа. Сасси çепĕç те, темĕн чун-чĕрере аванмара хускатрĕ-вăратрĕ.


– Пĕлмесĕр, манăн упăшка-çке!


– Вăл пульниццара. Аварие лекнĕ. Операци ирттертĕмĕр. Хăрушлăх çук. – Телефон кĕпçине вырăнне хучĕç.


Даша пур ĕмĕт шухăшĕсене манăçтарса, хăвăрттăн тумланса чупрĕ пульниццана. Çимуна палатăна куçарма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ урине те гипс хунă.


– Çимун! Мĕнле капла пырса тухрĕ? – мĕн пултарнă таран, чĕнчĕ Даша.


– Тархасшăн, çухал ман умран! Манăн сана курас та асăнас та килмест, – сăмах чĕнме йывăр та, анчах Çимун вăй-халне пухса каларĕ. – Кай кунтан!