Юратап эп сана - страница 14

Шрифт
Интервал



Çав тапхăрта пĕр хутчен те тăван шĕкĕр хулана кайса курма кăмăл тухмарĕ унăн. Ак, ыран-паян Мускава командировкăна кайма хутсем хатĕрлеççĕ, Çимунăн вара чунĕ пĕртте туртмасть кайма, çул çине. Кама-тăр ярĕччĕ-ши хăйĕн вырăнне, пулмасть çав. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ.


Пуйăс çинче вырнаçсан, çул тăршшĕпе Даша пирки шутларĕ. Темĕн пуçа килсе кĕчĕ те, канăç памарĕ. Мĕнлерех пурăнать-ши? Тен, Ухваниçпа пĕрлешсе кайма та ĕлкĕрнĕ? «Ухваниç, Ухваниç, мĕншĕн тĕл турăм-ши сана çав кун? Тен, санăн парнÿне курман-тăк, ирттерсе те янă пулăттăм», – хăй çеç шухăшларĕ, тăнăçланмасăр. Мĕнле вара пурте аванччĕ!


Çимун Дашăна юрататчĕ, урăх никам çине те ăнсăртран та куç хывман. Даша та ăна çавăн пекех хирĕçле савнине шанатчĕ. Арăмĕ ăна нихăçан та сăлтав паман-çке. Кÿлешесси пирки сăмах та хускатма çук, пуçра та пулман. Çавăнпа та çав тери те тарăн суранларĕ арçыннăн чĕрине пулса тухнă пулăм. Ара, çывăх тусĕпе улталанă-çке. Вăт Ухваниç! Вăт сана хусах!


Пуйăс çинчен аннă-анман, пĕрремĕш, кама вăл тĕл турĕ, Ухваниç пулчĕ. Çимун асăрхаман евĕр пăрăнса иртсе каясшăнчĕ те, тусĕ çанăран кăтăрт! Туртрĕ, палласа илсе. Капла та иртсе каятчĕ пулĕ, Ухваниç сăмах чĕнче:


– Аван-и. Тусăм! Хăçантанпа курнаçман! Паллаштарас тетĕп сана. Маша, манăн чĕрене тыткăнланă хĕр, икĕ уйăхласа манăн саккунлă арăм! Эпир, акă, халĕ кăнтăра каятпăр канма. Туй кĕрлеттерсе ирттернĕ хыççăн пуçласа çул çине тухатпăр!


– Мĕнле? – шак хытса кайрĕ Çимун, тĕлĕннĕрен, – Даша вара?


– Тăхта-ха, Çимун. Даша… Мĕнле Даша? – ку хутĕнче аптраса кайрĕ Ухваниç, – эсĕ темĕн арпаштаратăн. Каçхине, çул çинче сыпманчĕ пулĕ-çке?


– Чунăм, мĕскер тет вăл? – калаçăва Маша хутшăнас терĕ кăсăкланса, те тата тепĕр хĕрарăм ятне илтнĕрен.


– Кама эсĕ çавăн чухне арча парнелерĕн, – Машăн сăмахĕсене тимлĕхе илмесĕр, вырана хумасăр Ухваниçе хирĕç патлаттарчĕ Çимун, хĕрсе кайса.


– Эпĕ Маша валли туянтăм вăл арчана. Ана парнелерĕм те. Апла вĕт, Маша? – арăмĕ патне çаврăнчĕ тĕлĕнсе аптраса кайнă Ухваниç, енчен те ăна вăрăпа тытнăн.


– Икĕ çул каярах парнеленĕ арча пирки сăмах-и? – тепĕр хутчен ыйтрĕ Маша.


– Паллах! Икĕ çул каярах, тĕрĕсрех каласан! Эпĕ ăна çав арчана суйласа илме пулăшрăм, – Ухваниç вырăннĕ Çимун хуравларĕ Машăна.


– Ну, паратăн эсĕ, пурнăçа! – çилленсех чĕнчĕ Ухваниç. – Ăçтан тата шухăшласа кăлартăн эсĕ Дашăна? Манан пĕлĕшсем хушшинче те çакă ятпа пĕр çын та çук, çамрăк чухне те пĕр савние те Даша тесе чĕннине астумастăп…