Асамла тенче - страница 5

Шрифт
Интервал



Мĕншĕн хăвăн ирĕкне ача-пăчапа, çемьепе хĕстермелле? Нивушлĕ ирĕк пурнăç йăлăхтарса çитернĕ ăна? Нимĕнле те ăнланса пĕтереймест каччă çакана.


Çемьеллĕ тусĕсем калаçусенче, каçхине е çурçĕр варринче ыйхă татса ача сиктернисем, арăмĕсем пĕр çукшăнах тăрт-март тунисем çинчен пĕрре мар каласа панă. «Кусемпе ан хутшăн, лешĕсем сана кирлĕ çынсем мар», – çавнашкал сăмахсем яланах, кунран кун илтме кама кăмăллă пулни пур? Ют хĕрарăм çине пачах пăхма юрамасть, çавăнтах кÿлешÿ палăрать теççĕ. Тата тăванĕсем пур çĕре те хутшăнма, пурăнма вĕрентме тăрăшаççĕ. Çук, çавнашкал пурнăç ăна пĕртте килĕшмест…


Паян вăл ăнăçлă çамрăк усламçă, хуть те мĕнле çул та унăн умĕнче уçă. Мĕншĕн-ха унăн хăйне пĕр çукранах чăрмавсем тăратмалла? Вăл ăçта çул тытас тет, çавăнталла утать, çемьеллĕ пурнăçра ку йышши хăнăхусемпе сывпуллашма тивет. Çемье, унăн шухăшĕпе, ирĕк пурнăç çине тăлă тăхăнтартнипе пĕр танах. Çимун тăван ашшĕ пурнăçĕ тăрăхах пĕлет, ашшĕ, хăйĕн арăмне тарăхма пĕр еркĕнĕн ытамĕнче киленет, хушăран тĕрлĕ йышши командировкăна каятăп текелесе. Арăмне те ĕнтĕ нихăш енчен те хĕсни çук, çуртра мĕр кирлĕ – пурте пур, анчах та ыркăмăллăх, татулăх çитейменни çук-çук та – сисĕнет.


Çакна темĕн чулĕ мулпа та саплаштарма пулмасть. Кун пирки ашшĕпе амăшĕ харкашнă хушăра ăнсăртран илтсе пĕлчĕ вăл, урăхла-тăк, тен, сисмен те пулĕччĕ. Çын çине кăлармаççĕ вĕт ĕç-пуçа. Кÿршĕ-аршăсем вара унăн ашшĕне тĕслĕх тесе кăтартаççĕ хăйсен упăшкисене. Кăшт та пулин пĕлсенччĕ вĕсем çав тĕслĕх ĕн пурнăçĕ çинчен! Çавнăтах шухăшĕсене улăштарнă пулĕччĕç-и, тен.


Çимун вара çемьеллĕ пурнăçра çавăн йышши ултавпа пурăнасшăн мар. Хутшăнусенче пушшех ултава йышăнмасть вăл: хуть ĕçтешсемпе, хуть хĕрсемпе. Хăйне çавнашкал кăмăл-туйăмлă çын тесе йăпанать ĕнтĕ хальлĕхе. Анчах таçти шалти, авалхи манăçнă ĕмĕт çук-çук та сассине парать: «Çимун, эсĕ хăвна улталатăн. Эсĕ тÿпе пек сенкер куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленетĕн. Пике куçĕсем вара хăмăр тĕслĕ, çавăнта мар-ши чăн хуравĕ?»


Çутă кăвак куçсем – Çимунăн мĕн ачалăхран ларса юлнă ĕмĕчĕ. Çакăн пек ĕмĕт мĕн сăлтавпа астăвăмра юлнине, мĕскер тĕлĕшпе çуралнине хăй те астумасть вăл. Каччă çавăн тĕслĕ куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленет, анчах тем чарса, пÿлсе тăрать ăна. Çавах та хăйне килĕшÿллĕ те ăслă пикесем тĕл пулсах тăраççĕ. Пĕр пулăм кăна чăрмантарать – атя саккунлă майпа пĕрлешетпĕр тени. Ăнланма та пулать ĕнтĕ, арлă-арăмлă пурăнма пуçăнсан, Аньăн шикленесси йăлт пĕтет, саккунлă майпа çырăннă упăшка йăпăр-япăр пăрахса кайма пултармасть.